Руководители СМИ Чувашии - о прямой линии с Владимиром Путиным

Алексей Белов, директор АУ «Национальная телерадиокомпания Чувашии»: - Ежегодная прямая линия с Президентом страны Владимиром Путиным уже давно зарекомендовала себя как необходимый формат общения с гражданами России и действенный механизм решения наболевших проблем. Это своего рода возможность перешагнуть через все ступени вертикали власти напрямую к Президенту, узнать, что он лично думает по вопросам развития страны. Внимательно следил за трансляцией. Как и в прошлые годы, социальная сфера остается темой номер один. И, конечно, всегда поражает работоспособность Главы государства - в этом году он отвечал на вопросы ровно 4 часа, гораздо дольше в сравнении с прошлым годом. Татьяна Вашуркина, директор-главный редактор издательского дома «Хыпар»: – Раççей Президенчĕ Владимир Путин тÿрĕ эфирта кăçал та халăха хумхантаракан çĕр-çĕр ыйтăва хуравларĕ. Яланхиллех – уççăн, ним пытармасăр. Ыйтусен ытларах пайĕ пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе, çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхри, сывлăх сыхлавĕнчи йывăрлăхсемпе, хаксем ÿснипе çыхăнчĕ. Çĕршыв ертÿçи шалти тата тулашри политика ыйтăвĕсене те хускатрĕ, çĕршывра пурăнакансен йышĕнче чухăннисен шучĕ кăштах ÿснине те пытармарĕ. «Çав процентсенче –пин-пин çын шăпи. Пирĕн вĕсем пирки, паллах, шухăшламалла», – терĕ çирĕппĕн. Иркутск облаçĕнчи çамрăк çын алла тин çеç диплом илнĕ вĕрентекенсен шалăвĕ пĕчĕккине пĕлтерчĕ. «Паллах, 20-30 çул ăсталăх пухнă педагогпа çамрăк специалистăн ĕç укçи пĕрешкел пулаймасть, анчах çав вăхăтрах уйрăмлăх икĕ-виçĕ хут расна пулмалла мар», – шухăшне палăртрĕ çĕршыв ертÿçи. Иккĕленместĕп: тÿрĕ эфир Раççей халăхне пĕтĕмĕшле пырса тивекен ыйтусене кăна мар, уйрăм çынсемпе çыхăннисене те кĕске тапхăртах уçăмлатма май парĕ. Владимир Васильев, генеральный директор – главный редактор АО «Газета «Советская Чувашия»: – Как и предполагалось, разговор с лидером государства ожидаемо стал для людей и способом решить свои проблемы. Смысл проведения таких мероприятий в том, чтобы вопросы решились. Это, прежде всего, заметил сам Президент. Очень понравилось, что пятнадцатая по счету «Прямая линия» стала и самой высокотехнологичной. Кроме традиционного звонка по телефону, можно было обратиться к Путину посредством соцсетей или сделать видеозвонки на сайте moskva-putinu.ru. Молодежную аудиторию привлекло усовершенствованное мобильное приложение. Отрадно, что удалось задать вопрос Владимиру Владимировичу о проверках деятелей культуры, которые сегодня могут начаться из-за «предположения» или «подозрения». Получается, что любой человек, недовольный фильмом, спектаклем или статьей, может пожаловаться и поспособствовать «возбуждению» проверки правоохранительных органов? Ответ Президента все расставил на места. Елена Калашникова, главный редактор газеты «Алатырские вести»: – В очередной раз с большим вниманием посмотрела трансляцию прямой линии с Президентом Российской Федерации Владимиром Путиным. Прозвучавшие вопросы касались самых насущных тем: повышения заработной платы, проблем в сфере ЖКХ и здравоохранения. Многие просили помочь решить личные проблемы. Но я обратила внимание, что россияне заметно больше стали поднимать темы, касающиеся будущего страны. Экология, сохранение природных богатств, положение России в мире – это тоже волнует граждан. Президент отвечал откровенно, признавал имеющиеся проблемы и сразу озвучивал возможные пути их решения. Например, отвечая на вопрос о судьбе материнского капитала, заметил, что правительство заинтересовано в закреплении устойчивого роста рождаемости. Сегодня она растет «темпами, которых нет в европейских странах». Поэтому материнский капитал - очень эффективная мера, хотя и затратная. «Нельзя разбрасываться деньгами, но жадничать тут тоже нельзя», - подчеркивает Владимир Путин. Марина Леонтьева, главный редактор Аликовской районной газеты «Пурнăҫ ҫулĕпе»: – Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хальхинче те халăхпа тӳрремĕн калаҫрĕ, нихăш ыйтуран та пăрăнмарĕ. Раҫҫей ҫыннисене пăшăрхантаракан ыйтусем вара чăнах та нумай. Вĕсем чи малтанах коммуналлă хуҫалăхпа ҫурт-йĕр, сывлăх сыхлавĕ, ĕҫ укҫи, экологи тавра пулчĕҫ. Ман шутпа, калаҫăва итлекенсенчен тата куракансенчен чылайăшĕ хăйне валли тивĕҫлĕ хурав тупма пултарчĕ. Уйрăмах амăшĕн капиталĕпе пенси ҫулне ӳстересси ҫынсене канăҫ паманнине палăртмалла.Тӳрĕ эфира ҫамрăксем хутшăнни те шанăҫ парать. Ҫĕршыв малашлăхĕ пирки вĕсем те шутлаҫҫех апла пулсан. Альбина Егорова, и. o . главного редактора Батыревской районной газеты «Авангард»: – Çулсеренех Раççей Президенчĕ Владимир Путин çынсен ыйтăвне тÿрĕ эфирта хуравланине кăсăкланса, кăмăлтан итлетĕп. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан халăхăмăрăн чун ыратăвне питĕ чăтăмлăн итлесе тăрса тулли хурав пани пурне те тивĕçтерчĕ тесе шутлатăп. Владимир Владимирович Раççей халăхĕпе куçа-куçăн 2001 çултанпа калаçать пулин те, кашнинчех хăйĕн тирпейлĕ те конкретлă калаçăвĕпе куракана-итлекене тыткăна илет. Хальхи диалог та питĕ ăнăçлă, çивĕч иртрĕ. Çынсене ытларах çул-йĕрпе, сывлăх сыхлавĕпе, социаллă çăмăллăхсемпе, вĕрентÿпе, çурт-йĕр строительствипе тата ытти нумай-нумай темăпа çыхăннă ыйтусем кăсăклантарчĕç. Яланхиллех вырăнсенчи тирпей-илем, экологи проблеми те ыттисемпе юнашарах диалогра çивĕчленчĕ. 50 çул пĕр вырăнта купаланса выртакан ăпăр-тапăр купи никама та чыс кÿмест. Тĕрĕсех, тасатнă вырăнта мар, вараламан вырăн тирпейлĕ. Ку тĕлĕшпе В. Путин çÿп-çапсене тирпейлекен хăватлă заводсем хута каймаллине те палăртрĕ. Константин Алимасов, главный редактор Ибресинской районной газеты «Сентерушен» («За победу»): - Традиционная прямая линия с Президентом Владимиром Путиным в этом году длилась долгих 4 часа. Лично для себя отметил активное включение в прямую линию социальных сетей. Это привлекло дополнительную аудиторию из числа молодежи. Россияне интересовались зарплатой бюджетников, выплатой пособий, материального капитала, состоянием дорог, ситуацией в Сирии, отношениями с США. К Владимиру Путину поступило очень много вопросов по поводу аварийного жилья. Обратились за помощью к Президенту и пострадавшие при пожаре и наводнениях, он обещал разобраться в их сложных ситуациях, в отдельных случаях – даже лично приехать и посмотреть, в каких трудных условиях они проживают. Любовь Шуряшкина, главный редактор Комсомольской районной газеты «Каçал ен»: – Раççей Президенчĕпе пулакан тÿрĕ линие пирĕн çĕршыври çынсем çулсерен питĕ кăсăкланса кĕтеççĕ, мĕншĕн тесен çак калаçу пухăнса çитнĕ чылай ыйтăва татса пама пулăшать. Кăçалхи тÿрĕ лини те нумай çитменлĕхе çиеле кăларчĕ, тĕрлĕ регионта пурăнакансем çĕкленĕ ыйтусем хушшинче чăннипех те çивĕччисем, çийĕнчех татса памаллисем те йышлă. Вĕсем ĕç укçи виçине, çĕршыври лару-тăрăва, экономикăна, социаллă сферăна тата ыттине пырса тивеççĕ. Вырăнсенчи влаç органĕсем çавнашкал проблемăсене малашне çÿлтен хушса-кăтартса тăмасăрах татса парасса шанас килет. Çĕршыв ертÿçин тĕслĕхĕпе, районсенчи пуçлăхсем те телефон çыхăнăвĕ урлă та пулин çулталăкра пĕрре-иккĕ çакнашкал тÿрĕ линисем йĕркелесен аван пулассăн туйăнать. Светлана Кулигина, главный редактор Мариинско-Посадской районной газеты « Пир ĕ н сăмах » («Наше слово»): - С большим интересом прослушала очередную прямую линию с Президентом России Владимиром Владимировичем Путиным. Проведение прямых линий стало уже традиционным, что, конечно же, имеет немаловажное значение, так как предоставляет хорошую возможность всем желающим лично задать вопрос Президенту страны. В традициях предыдущих программ Владимир Путин в прямом эфире в ходе общения с россиянами ответил на целый ряд интересующих их вопросов. Всего от граждан их поступило более 2 млн. В частности, людей интересовали вопросы экономики, политики, индексации пенсии, детских пособий, будущее материнского капитала, заработной платы бюджетников, строительства дорог, экологии, промышленности, сельского хозяйства и т.д. В ходе прямой линии Глава государства дал четкие и ясные ответы на все вопросы граждан. На мой взгляд, это в очередной раз показывает пример открытости власти. Анатолий Тихонов, главный редактор Моргаушской районной газеты «Çĕнтерÿ ялавĕ»: – Раççей Президенчĕ Владимир Путин граждансен ыйтăвĕсене хуравланине май пур таран пăхма тăрăшрăм. Кун пек çыхăнăва Президент çулленех ирттерет. Граждансем ăна пиншер çеç мар, миллионшар ыйту параççĕ. Апла президента шанаççĕ, ĕненеççĕ. Ялта пурăннăран мана ял хуçалăхне аталантарас ыйтусем кăсăклантараççĕ. Çапла, санкцисем ăна вăй илме майсем туса пачĕç. Патшалăх та палăрмаллах пулăшать. Апла пулсан хамăр туса илнĕ апат-çимĕç çителĕклĕ пуласса шанас килет. Зинаида Павлова, главный редактор Урмарской районной газеты «Хĕрлĕ ялав»: – РФ Президенчĕ В.В.Путин Раççей халăхĕпе вун пиллĕкмĕш хут тÿрĕ лини ирттерчĕ. Вăл çĕршыв пурнăçĕпе, тĕнчери лару-тăрупа çыхăннă ыйтусем çине тĕплĕн хуравсем пачĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх икĕ миллион ытла ыйту пулнă. Çакă пирĕн çĕршывра пурăнакан граждансем çĕршыв пурнăçĕпе кăсăкланнине, унăн малашлăхĕшĕн тăрăшнине, Раççее ертсе пыракан РФ Президентне В.Путина шаннине пĕлтерет. Çĕршыв экономики аталаннипе пĕрлех тата ытти татса памалли чылай çивĕч ыйтусем те сахал мар пулчĕç тÿрĕ эфирта. Нумайăшне ытларах ĕç укçи пĕчĕк пулни, хаксем ÿссе пыни пăшăрхантарчĕ. Çавăн пекех усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те ыйту хускатрĕç. Палăртма кăмăллă, çĕр çинче ĕçлес текенсем пирĕн çĕршывра, çавăн пекех хамăр республикăра та йышлансах пыраççĕ. Пысăк пахалăхлă тĕш-тырă туса илессипе, ăна ытти çĕршывсене тивĕçтерессипе пирĕн çĕршыв лидерсен йышĕнче пулни чăннипех те мăнаçлăх çуратать. РФ Президенчĕ В.В.Путин: «Халăхпа влаç пĕрле пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле», - тенине ырласа йышăнатăп. Пĕрлĕхре — вăй. Пурте пĕрле тăрăшса вăй хурсан пĕтĕм çивĕч ыйтусене татса пама пулать. Виктория Вышинская, и.о. главного редактора газеты «Тăван Ен»: – Çĕршыври тĕп телеканалсемпе радиостанцисен тÿрĕ эфирĕнче Владимир Путин Президент паян вун пиллĕкмĕш хут Раççей çыннисемпе уçă калаçу ирттерчĕ. Call-центра çитнĕ ыйтусен пысăк пайĕ паянхи пурнăçпа кăна мар, пуласлăхпа та çыхăннă. Раççей çынни аякка пăхать – ку иккĕлентермест. Ăна тулаш экономика хутшăнăвĕсем те хумханараççĕ, санкцие тăсасси те, демографи лару-тăрăвне пĕр тикĕс тытса пымалли майсем те, çĕршывăн оборона хăвачĕ те, пенси çулĕсене тытса тăрасси те, коррупциллĕ чиновниксем те. Русофобие сивлекенсем Америкăпа Раççей хутшăнăвĕсем тавра йĕркеленнĕ йывăр лару-тăруран тухма канаш ыйтса Владимир Владимирович патне АПШ Аризона штатĕнчен те шăнкăравларĕç. Федераци каналĕн пултарулăх студийĕнче агробизнес, интеллигенци, тĕрлĕ общество пĕрлешĕвĕсен представителĕсене хăйсен отраслĕсемшĕн чăннипех те пĕлтерĕшлĕ самантсене çĕршыв ертÿçипе куçа-куçăн сÿтсе явма май туса панин витĕмĕ пысăк. Кăçал вара Раççей çыннисем Президента онлайн режимпа видеоыйту пама пултарчĕç. Информаци технологийĕсен аталанăвĕ паян пĕр вырăнта тăмасть. Çынсем унпа тухăçлăн усă курма хăнăхса пыни тÿрĕ эфир вăхăтĕнче те сисĕнчĕ. Унăн пулăшăвĕпех журналистсем çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчи социаллă объектсене – çав шутра ача çуратмалли çурта, çар чаçне – çитсе тин çуралнă ывăлне алла илнĕ, присяга тыттарнă ашшĕсене пурнăçри пĕлтерĕшлĕ пулăмсемпе çĕршыв ертÿçи тÿрĕ эфирта пĕтĕм тĕнче илтмелле саламланине йышăнма май туса пачĕç. Владимир Путин вара кашни ыйтурах общество кăмăл-шухăшне туяссине, паянхи чи çивĕч ыйтусене асăрхассине нимрен мала хунине палăртрĕ. Тÿрĕ эфир вăхăтĕнчех вăл çĕршывăн Генеральный прокуратурипе çыхăнчĕ, кĕпернаттăрсен хуравĕсене илчĕ. Çакă тăван халăх куçĕ умĕнче çĕршыв пуçлăхĕн ят-сумне ÿстерет кăна. Анна Аношина, и. о. главного редактора Шумерлинской газеты «Вперед»: – «От Москвы до самых до окраин, с южных гор до северных морей…» - во время просмотра прямой линии с Президентом вспоминились слова этой песни. Огромное количество вопросов из всех уголков нашей страны. Но, несмотря на широту географии, проблемы, волнующие жителей, очень похожи. Обеспечение достойных условий жизни для граждан, поддержка молодых и многодетных семей, вопросы ЖКХ, возможность для начинающего бизнеса расти и развиваться – все эти вопросы близки и понятны шумерлинцам. Но всё же, слушая некоторые вопросы и просматривая видеосюжеты прямой линии, понимаешь, как далеко шагнула Чувашия в решении многих проблем. На фоне объявленного в России Года экологии особенно остро воспринимаются сюжеты о загрязнении окружающей среды. Невольно приходишь к мысли, что проще было не допустить, чем сейчас решать многолетние проблемы. Не замалчивать, а бить в набат, вытаскивать на полосы газет, снимать сюжеты, освещать и решать! И в этом, конечно, в первую очередь должны видеть свою задачу журналисты. Алина Ларшникова, главный редактор Шемуршинской районной газеты «Шăмаршă хыпарĕ»: – Владимир Владимирович Путина тÿрĕ эфирта тимлесех итлесе лартăм. Çак куна вăл тĕплĕн хатĕрленни куçа курăнать. Вăл пур енчен те Раççейри лару-тăрăва уçăмлă пĕлни питĕ савăнтарать. Эпир, хамăрăн Президентпа чăннипех те мухтанма пултаратпăр. В.Путин пуриншĕн те – пенсионер-и вăл е çамрăк çын, ахаль рабочий е военный, çĕр ĕçченĕ е учитель – çак çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене татса парассишĕн тата пурнăç çÿллĕ шайра пултăр тесе чунне парса тăрăшать. Çакăн пек куçа-куçăн иртекен тÿрĕ калаçура панă ыйтусем çине анлă тавра курăмлă тата тÿрĕ кăмăллă çын çеç хуравлама пултарать. Николай Алексеев, главный редактор Яльчикской районной газеты «Елчĕк ен»: – Владимир Путинпа кăçал ирттернĕ тÿрĕ лини вăхăчĕ ытлараха тăсăлчĕ, паракан ыйтусен хисепĕ ытти çулхисенчен нумайрах пулчĕ. Çакă çĕршывра пурăнакансене обществăпа политика, экономикăпа социаллă пурнăç, тĕнчери лару-тăру ыйтăвĕсем хумхантарни, халăх пурнăç проблемисене çĕршыв ертÿлĕхне татса парасса шанни çинчен пĕлтерет. Тÿрĕ лини Владимир Путина та çĕршывра лару-тăрăва лайăхрах пĕлме пулăшать ахăр. Апла-и, капла-и – тÿрĕ лини халăхшăн та, влаç тытăмĕшĕн те усăллă.

Комментарии:

Авторизоваться, чтобы оставить комментарий.
^ Наверх