Поздравление Главы Чувашии Михаила Игнатьева с Праздником Весны и Труда

Хаклă ентешĕмсем! Сире Ҫуркунне тата Ĕҫ уявĕпе саламлатăп! Ҫу уйăхĕн 1-мĕшĕ пĕтĕм професси представителĕсен пĕрлĕхне тата пĕр шухăшлăхне палăртать. Ҫак кун палăртнă пахалăхсем кирек хăш вăхăтшăн та кăтартуллă. Таса кăмăлпа пурнăҫлакан тăрăшуллă ĕҫ – кашни гражданинăн тивĕҫлĕ пурнăҫĕн, кашни ҫемьен, пĕтĕм обществăн, пĕтĕмĕшле илсен патшалăх ырлăхĕн никĕсĕ. Пирĕн несĕлĕмĕрсен чылай ăрăвĕн тăрăшуллă ĕҫĕ-хĕлĕн витĕмĕпе юратнă Чăваш Енĕн пуянлăхĕ пухăнса пынă, республика кунран-кун лайăхланать. Экономикăн чăн секторĕнче пысăк технологиллĕ производствăсем уҫăлаҫҫĕ, хальхи йышши транспорт инфратытăмĕ йĕркеленет, хăтлă ҫурт-йĕр, социаллă тата культура тытăмĕн объекчĕсем ҫĕкленеҫҫĕ, ялсемпе хуласем, общество хутлăхĕсем хăтлăланаҫҫĕ, ҫынсен пурнăҫĕ лайăхланать. Ырă ҫак улшăнусем Чăваш Енре пурăнакансем тăрăшса ĕҫленипе пулса пыраҫҫĕ. Ĕҫ ҫыннисене республикăн социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвне тӳпе хывнăшăн чĕререн тав тăватăп. Ĕҫ яланах савăнăҫ тата тулли кăмăл парнелетĕр! Ҫут ҫанталăк чĕрĕлни тата ҫуркуннехи кăмăл-туйăм пĕтĕм плана пурнăҫа кĕртмешкĕн вăй-хал хушчăр, ҫĕнĕ ҫитĕнӳсем тума хавхалантарччăр! Сире ҫирĕп сывлăх, ĕҫре ҫĕнĕ ҫĕнтерӳсем, ырă улшăнусем, тăнăҫлăх, килĕшӳлĕх, ыранхи куна ырă шанăҫпа кĕтсе илме, телей тата ырлăх-тивлетлĕх сунатăп! Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Уважаемые соотечественники! Поздравляю вас с Праздником весны и труда! День 1 Мая символизирует единение и солидарность представителей всех профессий. Провозглашенные Первомаем ценности актуальны во все времена. Честный созидательный труд – основа достойной жизни каждого гражданина, благосостояния каждой семьи, всего общества, государства в целом. Трудом многих поколений наших предков создавалось богатство любимой Чувашии, которая хорошеет с каждым днем. Открываются новые высокотехнологичные производства в реальном секторе экономики, создается современная транспортная инфраструктура, строится комфортное жилье, возводятся объекты социальной и культурной сферы, благоустраиваются городские и сельские населенные пункты, общественные пространства, улучшается благосостояние жителей. Эти позитивные перемены происходят благодаря самоотверженному труду жителей Чувашии. Искренне благодарен всем труженикам за вклад в социально-экономическое развитие республики. Пусть работа всегда приносит радость и удовлетворение! Пусть весеннее настроение и возрождение природы придаст энергии и сил для исполнения всех планов, вдохновит на новые свершения! Желаю вам крепкого здоровья, новых трудовых побед, добрых перемен, мира, согласия, стабильности и уверенности в завтрашнем дне, счастья и благополучия! Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев

Комментарии:

Авторизоваться, чтобы оставить комментарий.
^ Наверх