Руководители СМИ Чувашии обсуждают Послание Президента России Федеральному Собранию

Директор Национальной телерадиокомпании Чувашии Алексей Белов: — Призыв Президента России Владимира Путина к чиновникам не прятаться в служебных кабинетах, а общаться с гражданами, поддерживать их инициативы, — близок и понятен нам, средствам массовой информации. Национальная телерадиокомпания Чувашии была, есть и будет связующим звеном в цепочке между властью и жителями республики как в вопросах благоустройства, создания комфортных условий для жизни людей, так и в части освещения проблем и достижений социально-экономического развития нашего региона. Директор — главный редактор Издательского дома « Хыпар » Михаил Арланов : — Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи Çырура çĕршывăн шалти политикине туллин тишкерсе хак пачĕ. «Эпир — шалти ресурссемпе пуян çĕршыв, — палăртрĕ Раççей ертÿçи. — Пирĕн пур потенциалпа та туллин тата эффективлă усă курмалла. Эпир кăтартуллă тата пĕлсе ĕçленинче çĕршывăн пуласлăхĕ». В. Путин хăйĕн сăмахĕнче сывлăх сыхлавĕ çĕршыври чи приоритетлă тĕллевсенчен пĕри пулнине уйрăммăн палăртрĕ. "Сывă наци — Раççей пуласлăхĕ", — терĕ Владимир Владимирович. Çĕршыв ертÿçи агропромышленноç комплексĕ пирки уйрăммăн чарăнса тăни те малашнехи шанчăклăхпа çыхăннă. Юлашки çулсенче çак отрасль пире хирĕçле санкцисене пăхмасăр çирĕп çул-йĕр çине тăчĕ, шалти рынокра хăйĕн çул-йĕрне тупрĕ. Эпир — вăйлă, тăнăçлă çĕршыв. Тĕнчере Раççей чăннипех те авторитетлă, хăйĕн шухăшне уççăн, шикленмесĕр палăртакан патшалăх — çак шухăш уçăмлăн курăнать Владимир Путинăн программăллă сăмахĕнче. Главный редактор газеты «Алатырские вести» Елена Калашникова: — Внимательно слушала Послание Президента России Владимира Путина Федеральному Собранию. В этом документе глава государства традиционно обозначил приоритеты и цели для решения главной стратегической задачи – укрепления страны. Отметила, что в Послании значительное внимание уделено социальному блоку. И это правильно, ведь наше главное богатство – люди. И от того, насколько комфортна жизнь граждан, зависит стабильность государства. Наша республика, Чувашия, уже давно идет по курсу, обозначенному Президентом страны: строятся детские сады, школы и фельдшерско-акушерские пункты, повышается доступность медицинской помощи, реализуются программы поддержки одаренных детей и популяризации занятий физкультурой и спортом. Об этом мы регулярно пишем на страницах нашей газеты. Главный редактор Аликовской районной газеты «Пурнăç çулĕпе» Марина Леонтьева: — Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă çулленхи çырăвĕнче çĕршывăн малашнехи тĕп программине палăртрĕ. Кăçалхи Çырура ытларах экономика, шалти тата тулаш политика çине тимлĕх уйăрни палăрчĕ. Раççейĕн чи пысăк пуянлăхĕ çын пулнине Раççей Президенчĕ хальхинче те палăртса каларĕ, этемлĕхе сыхласа хăварасси пĕтĕм политикăн тĕп шухăшĕ пулнине асăнчĕ. «Раççейĕн тĕп пуянлăхне — этемлĕх капиталне ỹстермелле», — терĕ вăл. Çавăнпа та наци йăли-йĕркине тата çемьене аталантарас тесен пĕтĕм вăя хумаллине, демографи программисене тытса пымаллине, экологие лайăхлатмаллине, сывлăх, вĕренỹпе культура çине тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ. Çакă паянхи кун питĕ пĕлтерĕшлĕ тесе шутлатăп. Килес çул Раççейре Экологи çулталăкĕ, Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ пулни ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме пулăшĕç. Çут çанталăк тата чун экологийĕн ыйтăвĕсем юнашарах тăраççĕ-çке. Главный редактор Вурнарской районной газеты «Çĕнтерỹ çулĕ» Вячеслав Николаев: — Важно, что в очередном Послании Федеральному Собранию Владимир Путин затронул проблемы коррупции, ведь эта тема особенно актуальна после задержания некоторых федеральных чиновников. Президент России предложил ужесточить антикоррупционное законодательство. Мы видим, что главе государства важно еще раз дать сигнал чиновникам о недопустимости коррупционных проявлений. Особенно запомнилась цитата Владимира Путина о том, что «борьба с коррупцией – это не шоу, она требует профессионализма, серьезности и ответственности, только тогда она даст результат, получит осознанную, широкую поддержку со стороны общества». Главный редактор Ибресинской районной газеты «Çĕнтерỹшĕн» («За победу») Константин Алимасов: — В ежегодном обращении к Федеральному Собранию глава государства Владимир Путин поднял самые проблемные вопросы, которые напрямую касаются сегодняшней международной обстановки и важных событий в нашей стране. В ближайших номерах райгазеты журналисты редакции расскажут читателям о главных тезисах этого основополагающего документа. Отмечу, что наша страна, несмотря на имеющиеся трудности в экономике, уверенно двигается по пути стабильного развития. Как отметил Президент России Владимир Путин, нужно добиться сбалансированности бюджета. Главный редактор Канашской районной газеты «Канаш» Людмила Шурекова: — Владимир Путин говорил о близком и понятном: проблемах, касающихся любого человека, ценностях, важных для каждого жителя большой страны. Живой отклик находила каждая фраза, хотелось подписаться под каждым словом главы государства. Глубокое чувство патриотизма вызывали слова Президента России о единении и сплочении россиян. Важнейшим достижением Владимир Путин назвал прирост населения. В России строят перинатальные центры, где спасают младенцев, в результате чего упал уровень младенческой смертности. Приятно осознавать, что эти слова актуальны и для Чувашии. В нашей республике самый низкий в стране уровень младенческой смертности, сопоставимый с показателями ведущих стран Европы и Японии. Это обозначила во время сентябрьского визита в Чувашию Министр здравоохранения России Вероника Скворцова. Импонирует, что Владимир Путин потребовал от местных властей советоваться с людьми, населением, когда речь идет о вопросах благоустройства городов и поселков, сохранении исторического облика и создании современной среды для жизни. Главный редактор Козловской районной газеты «Ялав» («Знамя») Валентин Константинов : — Послание Президента России Федеральному Собранию стало главным ежегодным мероприятием в стране. Одним из его основных моментов сегодня стало предельное внимание к патриотическим ценностям, которые сплотили россиян. Владимир Путин подчеркнул, что народ России в очередной раз доказал, что способен отвечать на непростые вызовы, отстаивать и защищать национальные интересы. Проблем и забот хватает и в экономике, и социальной сфере, и в вопросах экологии, развития некоммерческих организаций и волонтерства, благоустройства городов и поселков. Но, как сказал Президент России, будущее страны зависит от нас, всех граждан. Главный редактор Комсомольской районной газеты «Каçал Ен» Любовь Шуряшкина: — Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин уйрăмах экономика, социаллă тата шалти политика ыйтăвĕсем çине вăйлăрах пусăм турĕ. Унсăр пуçне вăл Раççей халăхĕн гражданĕсем юлашки вăхăтра тата та пĕрлешнине палăртса хăварчĕ. Чи малтан медицинăра çывăх вăхăтра татса памалли кăткăс лару-тăру пирки чарăнса тăчĕ. Квалификациллĕ кадрсем çитменнине, вĕсен пĕлĕвне ỹстермеллине, черетсене пĕтермеллине тата ытти çитменлĕхсем пирки каланине вара çĕршыври кашни çынах ырласа йышăнчĕ пек туйăнать. Çĕршыв ертỹçи калани пурнăçа кĕрессе шанатăп. Кирлĕ пĕлỹпе тивĕçлĕ воспитани илсен кăна çитĕнекен ăру Тăван çĕршыва малалла аталантарма пултарĕ. Ачасенче патриотизм, ыркăмăллăх туйăмĕсене çуратас ĕçре коммерциллĕ мар структурăсене шанмаллине каларĕ Владимир Владимирович. Чăнах та, пирĕн республикăри обществăлла организацисем те ку енĕпе чылай тăрăшаççĕ. Çакă çулсем иртсен хăйĕн ырă çимĕçне паратех тесе шутлатăп. Главный редактор Красночетайской районной газеты «Пирĕн пурнăç» Алина Оринова : — Федераци Пухăвне янă Çырура Раççей Президенчĕ Владимир Владимирович Путин пысăк пĕлтерĕшлĕ, стратегилле пуçарусем турĕ. Вĕсем çĕршывăн çывăх вăхăтри тата малашлăхри задачисене палăртаççĕ. Раççей Президенчĕн кăçалхи Çырăвĕ, ман шутпа, иртнĕ çулхисенчен уйрăлса тăчĕ. Çырура çĕршыв пуçлăхĕ ытларах халăхшăн калаçни палăрчĕ. Власть органĕсене халăхшăн ĕçлеме, халăхпа пĕрле пулма, вĕсемпе тỹррĕн, суймасăр калаçма ыйтрĕ. «Тĕрĕслĕх, уççăнлăх, ырăлăх» текен сăмахсем çине темиçе хутчен те пусăм турĕ Президент. Çавăн пекех Владимир Владимирович социаллă сферăра нумай улшăну пуласса та пĕлтерчĕ. «Çав улшăнусем халăхшăн пулмалла, çынсене пулăшу та паччăр…» – терĕ Раççей Президенчĕ. Çырура медицина ыйтăвĕсене те чылай хускатрĕ. Медицина çултан-çул аталанса пырсан та татса памалли ыйтусем ку енĕпе сахал маррине те палăртрĕ. Врачсен хут çырса мар, пациентсемпе вăхăта ытларах ирттермелле, кашни больницăна Интернетпа çыхăнтармалла, черетсене пĕтермелле. Владимир Владимирович ял хуçалăх ĕçченĕсене уйрăммăн тав турĕ – хамăра хамăр тăрантарма çителĕклĕ продукци туса илтĕмĕр. Пĕтĕмĕшле Çырури йĕркесем малашнехи пурнăçра халăхăн пурнăç условийĕн шайне татах та лайăхлатасси пирки пулчĕç. Главный редактор Мариинско-Посадской районной газеты «Пирĕн сăмах» («Наше слово») Светлана Кулигина: — В своем Послании Федеральному Собранию Президент России Владимир Путин охватил практически все основные направления жизни государства, которые имеют большое значение для дальнейшего развития нашей страны. К примеру, мне было радостно слышать о поддержке российских школ, дополнительного и профессионального образования, детского творчества, так как необходимо ориентироваться на будущее страны, на запросы молодых людей. Именно молодому поколению предстоит решать еще более сложные задачи, и молодежь должна быть готова уже сейчас стать успешной в профессии. Мне, как главному редактору райгазеты, больше всего запомнились слова Владимира Путина о том, что «и в культуре, и в политике, в средствах массовой информации, и в общественной жизни, в полемике по экономическим вопросам никто не может запретить свободно мыслить и открыто высказывать свою позицию». Для нас, журналистов, это имеет немаловажное значение. Главный редактор Моргаушской районной газеты «Çĕнтерỹ ялавĕ» Анатолий Тихонов: — Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне тухнă кăçалхи Çырăвĕнче çĕршыври проблемăсем çине ытларах тимлĕх уйăрчĕ. Ку нумайăшне килĕшессĕн туйăнать. Санкцисем хистенĕрен тата хамăр тăрăшнăран ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси ÿсет. Иртнĕ çул ял хуçалăх продукцине 16,2 миллиард долларлăх чикĕ леш енне ăсатнă. Кăçалхи кăтарту тата пысăкрах пулмалла: 16,9 миллиард долларлăх. Унччен нумайăшĕ ял хуçалăхĕ ура çине тăрасса ĕненмен. Халĕ вара вăл аталану çулĕ çине тухрĕ. Çĕр çинче çĕнĕлле ĕçлесен, патшалăх пулăшăвне пĕтермесен ÿсĕмсем пулаççех. Ку тĕлĕшпе чăваш хресченĕ те хăй сăмахне калĕ. Главный редактор Порецкой районной газеты «Порецкие вести» Геннадий Карпов: — Большое внимание в Послании Владимира Путина Федеральному Собранию уделено экономике, социальным вопросам и внутренней политике. К примеру, за последние 10 лет в стране в 15 раз увеличился объем высокотехнологичной медицинской помощи. Это мы видим и в Чувашской Республике. Но на селе злободневной проблемой остается занятость населения. Поэтому я полностью поддерживаю заявление Президента о том, что в 2017 году нужно определить статус самозанятых граждан, чтобы они могли без боязни работать. Главный редактор газеты «Тăван Ен» Татьяна Вашуркина: — Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн йăлана кĕнĕ Çырăвне хальхинче Федераци Пухăвĕ кăна мар, кашни çын уйрăмах кĕтрĕ. Социаллă сферăна, экономикăна, бизнеса, наукăна аталантарасси, патшалăх халăх умĕнчи социаллă тивĕçĕсене пурнăçлани, педагогсен тата медицина ĕçченĕсен тивĕçлĕ шалăвĕ пирки тĕплĕ чарăнса тăчĕ Президент. Пысăк технологиллĕ медицина çинчен каланине асăннă май ку енĕпе Чăваш Республики малтисен ретĕнче пулнине палăртмалла, нумаях пулмасть кăна-ха онкобольницăн хирурги корпусне хута ячĕç, пĕрремĕш операцисене тунă та ĕнтĕ. Чăваш Енре ядерлă медицина центрне йĕркелесси – Чăваш Республикин Пуçлăхĕ, Республика правительстви тăвакан тепĕр утăм. Раççей Пуçлăхĕ Çыхăну министерствине çитес икĕ çулта больницăсене пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарма хушу панă, çакă аякра вырнаçнă медицина учрежденийĕсене федераци центрĕсемпе оперативлă çыхăнма, пысăк квалификациллĕ медицина пулăшăвĕ илме май пуласса тепĕр хут çирĕплетрĕ. Çавăнпа та Раççейре çуралакансен йышĕ ÿссе кăна пырасси иккĕлентермест. Главный редактор Урмарской районной газеты «Хĕрлĕ ялав» Зинаида Павлова: — Раççей Президенчĕ Владимир Путин хăйĕн Çырăвĕнче çĕршыва аталантармалли стратеги планĕпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Историрен çакă паллă: темиçе ĕмĕрсем хушши Раççей çĕршывне ют çĕршывсем «чĕркуççи çине лартас» тесе тăрăшнă пулсан та, пирĕн çĕршыв тĕрлĕ йывăр лару-тăрусенчен яланах çĕнтерÿçĕ пулса тухнă. «Пирĕн вăй – пĕрлĕхре. Халăх пĕрлĕхре пулсан кăна çитĕнÿ тума пулать. Çакна вара пирĕн Раççей гражданĕсем лайăх ăнланаççĕ, пĕлеççĕ», – терĕ Владимир Путин. Раççей Президенчĕ çавăн пекех çĕршыври социаллă пурнăçпа экономика, строительство, вак тата вăтам бизнес, промышленность, ял хуçалăх аталанăвĕнче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Паллах, граждансене медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес ыйтăва тимлĕх уйăрмасăр хăвармарĕ Владимир Владимирович. Çак сферăри тĕп тĕллев – капиталпа танлаштаракан çынсен ресурсне темиçе хут таранччен ÿстересси, Раççей халăхне упрасси. Çĕршыв Пуçлăхĕ çавăн пекех çитес икĕ çулта пур медицина учрежденийĕсене те пысă хăвăртлăхлă Интернетпа тивĕçтермелле тесе пĕлтерчĕ. Çакă малашлăхра медицина учрежденийĕсенче ĕç хăвăртлăхне ÿстерме май туса парĕ тесе шутлатăп. Владимир Путин 2017 çул экологи çулталăкĕ пулни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл çутçанталăка упрамалли, ăна кирлĕ мар япаласемпе вараламалла марри çинчен каларĕ. Хула, ял тăрăхĕсене тирпей-илем кĕртни вара хамăршăн. Çавăнпа та пурин те пĕрле çак ĕçе кашни кун пурнăçласа пыни питĕ вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп. Главный редактор Яльчикской районной газеты «Елчĕк Ен» Николай Алексеев: — Çĕршыв Президенчĕ тăван тавралăха тирпей-илем кÿрес, çутçанталăка сыхлас, ирĕк памасăр йĕркеленĕ свалкăсене пĕтерес ыйтăва çивĕч хускатрĕ. Ку вăл пысăк хуласемшĕн кăна мар, ялсемпе поселоксемшĕн те проблема пулса тăнине палăртрĕ. 15-16 çул каялла ялсене тирпей-илем кĕртес, çутçанталăка сыхлас ыйту Елчĕк районĕнче те питĕ çивĕч тăратчĕ. Астăватăп-ха, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх управленийĕ обществăлла çуртсем çывăхĕнчи ăпăр-тапăра вăхăтра турттарса тухман пирки хĕлле пуçтарăнса пĕчĕк сăрта çаврăнатчĕ, çулла унăн çывăхĕнче сывлама çук шăршлăччĕ. Ытти ялсенче те ăпăр-тапăра ăçта килнĕ унта тăкатчĕç, урамсенче иртсе çÿреме çукчĕ. Район пуçлăхĕcем çак киревсĕр йăлана пĕтерес тесе çинет ăрса ĕçлерĕç. Халĕ Елчĕк районе килсе куракансем район центрĕнче те, ытти ялсенче тирпейлĕ пулнине асăрхаççĕ. Çапла вара кирек мĕнле ĕçре те пуçлăх çирĕп ыйтни, халăх ăна ăнланса итлени питĕ кирлĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура экологи ыйтăвне çĕршыв шайне çĕкленин усси пуласса шанатăп.

Комментарии:

Авторизоваться, чтобы оставить комментарий.
^ Наверх