Дорогие соотечественники! От всей души поздравляю всех православных христиан со Светлым Христовым Воскресением — Святой Пасхой! Этот великий праздник возвещает всему миру о торжестве добра, наполняет светом духовного преображения сердце каждого верующего человека. Он дарит радость и надежду, способствует консолидации общества вокруг непреходящих нравственных ценностей, служит укреплению мира и согласия. Беречь веру, почитать заповеди Божии завещал нам великий чувашский просветитель Иван Яковлев. В своем Духовном завещании чувашскому народу он писал: «Крепче всего берегите величайшую святыню – веру в Бога. Вера окрыляет силы ума и сердца, дарует внутренний мир, утешает и одобряет душу в часы несчастья и горя, очищает и просветляет ее в счастье и удаче». В эти праздничные весенние дни от всей души желаю в ам светлой пасхальной радости, добра, мира и согласия, уверенности в завтрашнем дне, крепкого здоровья, благополучия и помощи Божией! Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев Хакл ӑ ентеш ӗ м ӗ рсем! Православи тӗнне ӗненекен мӗнпур ҫынна Христосӑн Ҫутӑ Чӗрӗлӗвӗ – Ҫветтуй Мӑнкун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫак аслӑ уяв пӗтӗм тӗнчене ырӑ ҫӗнтерни ҫинчен хыпарлать, ӗненекен кашни ҫын чӗрине чуна тасатакан ҫутӑпа тултарать. Вӑл савӑнӑҫпа шанчӑк парнелет, обществӑна нихӑҫан улшӑнми хаклӑхсем тавра пӗрлештерет, тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑха ҫирӗплетме пулӑшать. Иван Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр пире ӗненӗве шанчӑклӑн упрама, Турӑ халалӗсене ҫирӗп пӑхӑнса пурӑнма пилленӗ. Хӑйӗн чӑваш халӑхне панӑ Халалӗнче вӑл ҫапла ҫырнӑ: «Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала – пуринчен ытла эсир ҫавна хытӑ тытса тӑрӑр. Ӗненӳ этемӗн ӑсне, кӑмӑлне ҫунатлӑлантарса ҫамӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать; инкек-синкек, хуйхӑ курнӑ вӑхӑтра чуна хӑват парать; ӗҫсем ӑнса телейлӗ пурӑннӑ чух ӗненӳ чуна тасатать, ӑна ҫутатса тӑрать». Ҫак ҫурхи уяв кунӗсенче сире пӗтӗм чунтан Мӑнкунӑн ҫутӑ савӑнӑҫне, ырлӑх, тӑнӑҫлӑхпа ҫураҫулӑх, малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫлӑх тата Турӑ пулӑшӑвне туйма сунатӑп! Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев
Комментарии: