Поздравление Главы Чувашской Республики Михаила Игнатьева с Днем пожарной охраны

Пушар хуралĕн хисеплĕ ĕçченĕсем тата ветеранĕсем! Сире професси уявĕ - Пушар хуралĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп! Камшăн çынсен пурнăçне çăласси кулленхи яваплă ĕç пулса тăрать - уяв çак çынсене пурне те пĕрлештерет. Сирĕншĕн ют инкек текен ăнлав çук. Хăçан кирлĕ - çавăн чухне çынсене пулăшма эсир яланах чи малтан çитетĕр. Чăваш Ен çăлавçисем пысăк профессионализмне, ăсталăхĕпе паттăрлăхне хăйсен ĕçĕпе пĕрре кăна мар ĕнентернĕ. Кăткăс условисенче хăвăра хĕрхенмесĕр ĕçлени сире республикăра пурăнакан мĕн пур çын хисепне çĕнсе илме май панă. Сире профессие парăннăшăн, харсăрлăхпа паттăрлăхшăн, чĕннĕ-чĕнмен пулăшма васкамашкăн хатĕр пулнăшăн тав тăватăп. Сире çирĕп сывлăх, тӳсĕмлĕх, кулленхи çăмăл мар службăра вăй-хăват сунатăп! Чăваш Республикин Пу ç лăхĕ М. Игнатьев Уважаемые работники и ветераны пожарной охраны! Поздравляю Вас с профессиональным праздником – Днем пожарной охраны! Праздник объединяет всех, для кого спасение человеческих жизней – ежедневная ответственная работа. Для вас нет понятия чужой беды. Вы первыми приходите на помощь людям, когда это необходимо. Спасатели Чувашии не раз на деле доказывали свой высокий профессионализм, высочайшее мастерство и отвагу. Самоотверженная работа в сложнейших условиях снискала вам заслуженное уважение всех жителей республики. Благодарю Вас за верность профессии, мужество и героизм, готовность по первому зову прийти на помощь. Желаю вам крепкого здоровья, выдержки и силы в нелегкой ежедневной службе! Глава Чувашской Республики М. Игнатьев

Комментарии:

Авторизоваться, чтобы оставить комментарий.
^ Наверх