Хисеплĕ ентешсем! Чи кăмăллă та ăшă уявсенчен пĕринпе – Ҫемье, юрату тата шанчăклăх кунĕпе чун-чĕререн саламлатăп. Ҫемье – пирĕн юратнă асатте-асанне, кукаҫи-кукамай, атте-анне тата ачасем. Ҫемьере аслă ăрăва хисеплесси, ҫуралнă килпе Тăван ҫĕршыва юратасси, пĕлӳ тата ҫутăлăхпа савăнăҫ патне туртăнасси никĕсленет. Кăмăл-сипет, пĕр-пĕрне ăнланассипе пулăшасси, ҫемьешĕн тата пуҫланă ĕҫшĕн, йышăнусемшĕн яваплăха туясси, ҫывăх ҫынсене юратасси, Тăван ҫĕршыв патриочĕсене ҫитĕнтересси пирĕншĕн – йăлана кĕнĕ ҫемье хаклăхĕсем. Раҫҫейре тата Чăваш Енре ҫемье – йăхран йăха куҫакан культура тата ăс-хакăл пуянлăхĕ. Чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕн Иван Яковлевăн сăмахĕсене аса илтерес килет: «Ҫемйĕрсене лайăх пăхса усрăр: ҫемье вăл – халăх чаракĕ, патшалăх чаракĕ. Ҫак пурлăха сыхласа пурăнăр. Ҫемьен лăпкă пурнăҫĕ пире пурнăҫ хыттинчен хӳтĕлесе тăрать. Килĕштерсе тĕреклĕ тăракан ҫемьешĕн катаран килекен пурнăҫ синкерĕсем хăрушă мар». Хăвăрăн ҫемйĕрсене упрăр! Кашни кил-йышра телейлĕ те пурнăҫа юратакан ачасем ытларах пулччăр. Пурне те юрату, тăнăҫлăх, ырă малашлăх сунатăп. Амăшĕн куҫĕ телейпе тата савăнăҫпа ҫуталтăр, ашшĕ ывăл-хĕрĕн ҫитĕнĕвĕсемпе мăнаҫлантăр, ача-пăча аслисене хаклама тата хисеплеме вĕрентĕр. Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Дорогие друзья! Примите мои искренние поздравления с одним из самых душевных и теплых праздников – Днем семьи, любви и верности! Семья – это наши бабушки и дедушки, наши мамы и папы, наши любимые дети. Именно в семье закладывается в каждого из нас уважение к старшему поколению, любовь к своему дому и Отчизне, тяга к знаниям и всему светлому и радостному, что нас окружает. Для нашей земли традиционны такие семейные ценности, как нравственность, взаимопонимание и взаимная выручка, ответственность за семью и начатое дело, любовь к ближнему и воспитание патриотов своей страны, ответственность за принимаемые решения. В России и Чувашии семья – это бережно сохраненное и переданное нашими предками культурное и духовное сокровище. Хочу напомнить слова великого чувашского просветителя Ивана Яковлевича Яковлева: «Берегите семью: в семье опора народа и государства. Охраняйте же это сокровище. В семейном счастье – защита от жизненных испытаний. Крепкой и дружной семье не страшны внешние житейские невзгоды». Берегите свои семьи! Желаю каждой семье больше счастливых и жизнерадостных детей, любви, благополучия и процветания. Глаза мамы пусть всегда светятся счастьем и радостью, папа гордится успехами своих детей, а дети ценят и уважают старших. Глава Чувашской Республики Михаил Игнатьев
Комментарии: